Пирěн твансем нумай мар,
Сăр хěрринчен пуçласа.
Сăр хěрринчен пуçласа та
Атăл хěрне çитиччен.
Ой, садра, пахчара
Сарă кайăк йăвара.
Сарă кайăк йăвара та
Эпир кунта хăнара.
Ой, пахчи, сад пахчи,
Йěри тавра умлуççи.
Йěри тавра умлуççи те
Пирěн твансем чун уççи.
Квакал ишет кÿлěре,
Хуплу пиçет кмакара,
Хуплу пиçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.
Хăмла ÿсет пахчара,
Сăра йÿçет каткара.
Сăра йÿçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.
Пирĕн тăван кăмăллă,
Ачи-пăчи телейлě.
Тăван лайăх майěпе те
Килсе курас терěмěр.
тĕлĕк куртăм ха вара
ухмах тухрĕ урама
купăспа юрласшăн вăл
никам та итлесшĕн мар
турă, турă, ах турă
вăрмана тарасшăн вăл
ҫула никам та кăтартмасть
пăлан тухрĕ ăсатма
анкă-минкĕ ухмаха
турă, турă, ах турă
йывăҫсене ыталать
упапа пĕрле ташлать
кайăксемпе сас парать
хăйĕн юррине юрлать
турă, турă, ах турă
турă ăс патăр
турă ҫăкăр патăр
тутлă апачĕ пултăр
хитре арăмне тупăр
санăн арам хĕрарăм
манăн арăме ҫукă х2
сана та мана турă ăс патăр вара
турă ăс патăр сана
турă ăс патăр мана х2
турă ăс патăр
турă ҫăкăр патăр
тутлă апачĕ пултăр
хитре арăмне тупăр
санăн арам хĕрарăм
манăн арăме ҫукă х2
ухмах, ах ухмах х2
ухмахпа пĕрле ҫÿрĕр х4
(ҫÿрĕп)
Пахчара çуркунне, каçхине, каçăхса
Пилеш çинче юр юрлаççĕ пилеш кайăксем
Шăплăха сас çурса, таврана янратса
Мана валли тен юрлаççĕ илемлĕ юрăсем
Пилеш çинче пилеш кайăксем
Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Виççĕшĕ, виç енне, виççĕш пек, виç енчен
Мĕнле аннен чун-чĕрисем кĕтмĕ ачисене
Вăртăн юхаççĕ куççÿлпех пит çинчен
Çапла кĕтет кашни килте кашни анне
Пахчара çуркунне каçхине каçăхса
Ытла тăсса ан юрлăр-ха пилеш кайăксем
Шăплăха сас çурса, таврана янратса
Чуна уçса ман кăмăлта илемлĕ юрăсем
Каятпăр киле, ăсатăр пире,
Пире ăсатма нумай кирлĕ мар:
Пĕр литр эрех, ик витре сăра
Тата сакускки виç хуран кукли!
Каймастпăр киле çывратпăр кунтах
Пире çывармă нумай кирлĕ мар:
Пĕр мамак тÿшек, ик мамак çитар
Тата витĕнмĕ ваткăлла утял
Каятпăр киле, ăсатăр пире
Пире ăсатма нумай кирлĕ мар:
Пĕр четверть эрех, виç витре сăра
Тата сакускки пӗр хуран кукли!
Каймастпăр киле çывратпăр кунтах
Пире çывармă нумай кирлĕ мар:
Пĕр мамак тÿшек, ик мамак çитар
Тата витĕнмĕ ваткăлла утял
Атте йĕвен панă пулсан
Лашапа килеттĕмĕр.
Атте йĕвен памарĕ,
Лашасăрах килтĕмĕр.
Вăрманта çырлара,
Пир кунта хăнара.
Çич ют çынни патăнче мар.
Хамăр тăван патĕнче.
Анне ĕне панă пулсан
Чăкăтпа килеттĕмĕр.
Анне ĕне памарĕ,
Чăкăтсăрах килтĕмĕр.
Пичче така панă пулсан
Шăрттанпа килеттĕмĕр.
Пичче така памарĕ,
Шăрттансăрах килтĕмĕр.
Инке хăмла панă пулсан
Сăрапа килеттĕмĕр.
Инке хăмла памарĕ,
Сăрасăрах килтĕмĕр.
Анне ĕне панă пулсан
Чăкăтпа килеттĕмĕр.
Анне ĕне памарĕ,
Чăкăтсăрах килтĕмĕр.
Юрлаяпи юрлаймастпи
Юр пуçласа парам-ха.
Ташлаяпи ташлаймастпи
Таш пуçласа парам-ха
Ах чĕре, чĕрем, вут пек ма хĕрен,
Юратма кăна тунă-ши сана?
Ах чĕре, чĕрем, мĕн сана сĕнем
Лăпкă пурăнма пар-ха чунăма.
Юратсан чĕре чарма ҫук ăна
Юратсан хĕвел, лекен тыткăна.
Ҫăлтăрлă тÿпе, уйăх кÿлĕре.
Сан илемÿпе киленет чĕре.
Юрă кĕвĕлет шăпчăк ĕшнере.
Пĕр сана кĕтет тунсăхлă чĕре.
Куҫ пекех упрар ҫутă туйăма.
Юрату кăвар тивĕҫ вăл ҫунма.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать-те,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Шыв юхать-те,
Шыв юхать-те, чул юлать.
Шухăшлар-ха тăвансем-те,
Шухăшлар-ха тăвансем.
Ĕмĕр иртет,
Ĕмĕр иртет, кун юлать.
Çул вĕçĕ-те ватă юман-та,
Çул вĕçĕ-те ватă юман.
Харăс тăрса,
Харăс тăрса касар-и?
Эпир пурте пĕртăван-та,
Эпир пурте пĕртăван.
Харăс тăрса,
Харăс тăрса юрлар-и?
Çăка çулçи çавăрата-та,
Çăка çулçи çавăрата.
Мĕн каласа,
Мĕн каласа çырнă –ши?
Эпир кунтан кайсассăн-та,
Эпир кунтан кайсассăн.
Мĕн каласа,
Мĕн каласа юрлĕс –ши?
Турă вăй патăр х4
Турă вăй мана памасан |
Мĕн тумалла тумалла ши ман| х2
Тем те тăватăп |
Темскер хăтланатăп | х2
Утатăп чупатăп
Ҫаврăнса пăхатăп
Сан ҫине пăхатăп
Сана юрататăп
Эсĕ аллуна памасан |
Мĕн тумалла тумалла ши ман | х2
Утатăп чупатăп
Ҫаврăнса пăхатăп
Ман ҫине пăхмастăн-и?
Ҫухалса пăрахмастăн-и?
Турă аллуна памасан|
Мĕн тумалла тумалла ши ман | х4
Турă вăй патăр х4
Эп пĕлменччĕ хĕрсене
Кăн-кăвак куçлисене.
Пĕрре пăхса куç хĕссе
Пуçа çавраканнисе.
Каçхине те ирхине
Эп вĕçетĕп пĕлĕтре.
Мĕн пулчĕ-ши ман пуçа
Кăвак куçсене курсан?
Куçусем, куçусем
Пăхаççĕ ман çине вĕсем, еие
Йăл куллу, сан йăл куллу
Çиçет-çке сăн-питре ялан, оуо
Тутлă мăйăр чăшшине
Катса çийессĕм килеть.
Манăн савни кăвак куçлă
Тытса юратас килеть.
Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере
Кайăк юрлать юррине.
Чун савнине курсассăн
Юрлас килет юррине.
Кукамипе кукаçи
Кукăль пĕçереççĕ,
Кукăль пĕçереççĕ –
Чуп туса илеççĕ.
Кукамипе Кукаçи
Хăма савалаççĕ,
Хăма савалаççĕ –
Çапăçса каяççĕ.
Кукамипе кукаçи
Хăнана каяççĕ,
Хăнана каяççĕ –
Юррине хываççĕ.
Пуйăс килет, пуйăс каять,
Куками ларса каять,
Кукаçин те каймаллаччĕ –
Чĕлĕмĕ манса юлать.
Пуйăс килет, пуйăс каять,
Куками ларса килет,
Кукамине кукаçийĕ
Кăмăлсăр кĕтсе илет.
Ах, мĕн-ма-ши сарă кайăк
Турат çине лараймасть?
Ах, мĕн-ма-ши кукамийĕ
Кукаçине юраймасть?
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Ҫырла татма, выляма.
Ҫырла татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хытă ан кул-ха,
Тутам шутсăр пĕçерет.
Ай-яй, хытă ан пăх-ха,
Куçăм вут пек ялкăшать.
Ай-яй, хытă ан йăт-ха,
Ара! Вĕçсе каяп-иç!
Вара пĕччен юлат(ă)н-иç,
Хĕрсĕр каччă пулат(ă)н-иç.
Вара пĕччен юлат(ă)н-иç,
Мана тек саваймаст(ă)н-иç.
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Мăйăр татма, выляма.
Мăйăр татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хыт ан сĕртĕн-ха,
Чĕрем тапса тухать-иç.
Ытла темскер ан ту-ха,
Ахаль йăпатанать-и?
Пит шалалла ан кĕр-ха,
Таçтан такам курать-иç.
Вара пурте пĕлĕç-иç,
Вара намăс пулать-иç.
Шĕшлĕ ав, шĕшлĕ ав,
Шĕшлĕ аври тунката.
Упа пур, упа пур
Упа пур тет вăрманта.
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Кĕрхи çулçă пуçтарма.
Кĕрхи çулçă пуçтарма,
Чăштăр-чăштăр тутарма.
Ай-яй, хыт чăштăртатать,
Таçта çити илтĕнет.
Кĕрхи вăрман пытанать,
Çамрăк чунăм пăлханать.
Пăлханасса пăлханать,
Сан патналлах туртăнать.
Çырла, мăйăр, кĕрхи çулçă –
Вăт çапла аташтарать.
Пуҫланчĕ супер дискотека (дискотека)
Вылять паллах чăваш юрри
Хитре хĕрсем ытла вĕрри
Диджейăн хăйĕн фонотека (фонотека)
Куҫран пăхаҫ пĕрне пĕри
Плейлист лартать пире валли
«Чуптăвашкаран» пуҫла
«Юратушка» малалла
«Ах чĕре, чĕрем» тата
«Чăваш ташши»
«СМС яр Ванюка»
«Манăн санпа, ах санпа»
«Мана марпа» «Чу ча ча»
Эс ăнлантăн
Йăл кулса та савăнса
Ĕҫлет пирĕн диджей (диджей)
Кофе тăвать бариста
Ирччĕн ташлатпăр чăваш disco
Пирĕ ҫитеймĕ Сан-Франциско
Пĕр ывăнмасăр, пĕр чарăнмасăр ҫавăртартăр
А-а-а-а!
Кофе тăвать бариста
Ирччĕн ташлатпăр чăваш disco
Пирĕ ҫитеймĕ Сан-Франциско
Пĕр ывăнмасăр, чарăнмасăр ҫавăртартăр
Ку вăл чăваш disco
Ку вăл чăваш disco
Пĕр ывăнмасăр, чарăнмасăр ҫавăртартăр
(Ку вăл чăваш disco, disco)
Температура хĕрсе кайрĕ (хĕрсе кайрĕ)
Авкаланатпăр чарăнми
Ыран ĕҫе ҫиччĕ валли
Брюнетка тĕмшен пуҫне тайрĕ (пуҫне тайрĕ)
Мĕнле ясар ун йăл кулли
Телейлĕ эп кăмăл тулли
Эп туятăп эс пĕччен
Ăҫта пултăр халличĕн?
Мĕншен эп курма сана унчен?
Хăв ятна мана кала
Хыттăн-хыттăн ытала
Тĕн ăсатăп килĕ ҫитичĕн
Вĕç-вĕç куккук
Вĕç куккук
Вăрман хĕрне ҫитиччен
Вăрман хĕрне ҫитсессĕн
Юман ҫине ларса кан
Чăт чăт тăван, чăт тăван
Эпир тухса каиччен
Эпир тухса кайсассăн
Кĕрекене ларса кан
Вĕç-вĕç шăпчăк
Вĕç шăпчăк
Вăрман хĕрне ҫитиччен
Вăрман хĕрне ҫитсессĕн
Чăрăш тăрне ларса кан
Чăт чăт тăван, чăт тăван
Эпир тухса каиччен
Эпир тухса кайсассăн
Чÿшек ҫине выртса кан
Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ.
Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи?
Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп
Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене.
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп
Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем.
Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне
Вара чечек илтĕм сан валли парне.
Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ
Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне
Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç
Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,
Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши,
Илемлĕ чăваш ташши те ташлама пĕлсен кăна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш пики,
Илемлĕ чăваш пики те сăпайлă пулсан кăна.
Илемлĕ, илемлĕ , илемлĕ чăваш тĕрри,
Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна.
Аллă тытрăм хут купăса.
Утрăм урам тăршăпĕ
Урам тăршĕ кĕске пулче
Ҫунса тракăн чĕрене
Манăн савни ăҫта-ши
Ăҫта утсă ҫурĕт-ши
Мăшăр хăмăр куҫусĕм пек
Кам ҫинеллĕ пăхать-ши
Атте те вăрҫать мана
Анне те вăрҫать мана
Вĕсем вăрҫни ним те мар та
Савни юратать мана
Шурă тутăр иличĕн
Малтан хакнĕ пĕлер-ха
Качча, качча каичĕн
Малтан ăснĕ пĕлер-ха
Навус купи ма сикеть
Тĕмĕр сĕнек сиктереть
Эпир кунта ма сикĕтпер
Московский сиктереть
Атя савни яра пар
Ярапине хама пар
Кунта ултă ҫунни мар
Пилĕк ҫурăм авни мар
Ах, тесе ма калас
Чĕрене ма ҫунтарас
Кам савнине ҫынна парса
Ҫынна ма савăнтарас
Ши-ши-ши вара
Ҫумăр ҫăвать ши вара
Эпир кунта ташланипĕ
Намăс пулать-ши вара
Ма мунча хутаҫҫĕ-ши
Ма вĕрри тăваҫҫĕ-ши
Ырлăх ҫинчен хурлăх курма
Ма качча каяҫҫĕ-ши
Аркинĕ ҫиччĕ пĕрсен
Пирĕ йывăр килмĕ-ши
Яштук шухă ҫурĕсен
Кайран ыйвăр пулмĕ-ши
Улăн инчĕн улăн пек
Хурăн вĕҫҫе ҫĕлен пек
Савни ташша тухсассăн
Лавкарри пукане пек
Утатăп та чупатăп
Ҫавăранса пăхатăп
Намăс мар-и сана савни
Килĕ пĕччен каятăп
Неужели укĕтеп
Ÿксен тăраймастăп
Неужели эс пăрахсан
Урăх тупаймастăп
Талт-талт талтиҫсĕ
Ташлатарма килтĕмер
Ҫакă ялăн хĕресене
Кĕвеҫтермĕ килтĕмер
Эп розана юратап
Шурине мар хĕрлине
Эп савнине юратап
Ĕҫченине хитрине
Шупкă тутăр ватчис мар
Ватчисранта кая мар
Эпир кунта артист мар
Артистранта кая мар ...
Пÿрт алăкĕ яр уçăлчĕ -
Тăван килчĕ пулмалла.
Тухса пăхрăм - савни пулчĕ,
Хальхи мар, иртни кăна.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла -
Пирĕн пĕрле пулмалла.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла -
Савнă чухне савмалла.
Эп ăсатрăм юттине
"Урăх, тек ан кил," - тесе,
Вăл каларĕ хăйĕнне
Çак вăхăтра пиçнине:
Ах, йывăр пуçăма
Ман чăтса пурăнмалла...
Хама хам килте хуçа -
Панă чухне савмалла.